Тавлашусем ан пулччăр

Кӳршĕсемпе вăрçăнмалли сăлтав ан пултăр тесен çĕр лаптăкĕн чиккине вăхăтра палăртмалла. Çакна Чăваш Енĕн Юстици тата пурлăх министерстви асăрхаттарсах тăрать. Анчах хăшĕ-пĕри пурпĕрех ку ĕçе тума васкамасть. Куçман пурлăхăн виçине вĕсем сутас-туянас умĕн çеç çирĕплетме тытăнаççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çĕр лаптăкĕсене палăртассипе çыхăннă ĕç мĕнле пурнăçланнине пĕлме министерство специалисчĕсемпе пĕрле çула тухрĕ. Дача хуçисемпе курнăçрĕ.



НТРК Чувашии
06 мая 2019
19:43
Поделиться