Пĕчĕк каччăсем çуралнă

2019 çулхи майăн 15-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕнче - район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче тин çеç çуралнисене регистрациленĕ. Элĕк салинчи Иван Петровичпа Лилия Николаевна Никифоровсен çемйинче Александр, Асамат ялĕнчи Николай Алексеевичпа Кристина Игоревна Лаврентьевсен Артур, Шăлан ялĕнчи Александр Леонидовичпа Дарья Петровна Романовсен çемйинче те Артур пĕчĕк каччăсем кун çути курнă. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева ашшĕсене çемьери савăнăçлă пулăм - ача çуралнă ятпа саламланă. Телейлĕ ашшĕсене ывăлсем çурални çинчен свидетельство, асăнмалăх парнесем те панă.