Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем народного единства

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем народного единства

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван ҫĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать. Шăпах пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕревлени пире яланах вăрҫăра та, тăрăшуллă ĕҫре те ҫĕнтерӳ тума пулăшнă.

Хамăрăн ҫĕршывпа мăнаҫланни, патриотизм, тĕрĕслĕх идеалĕсене, ырăпа тăнăҫлăха тӳрĕ кăмăлпа хӳтĕлени пире паян та пĕтĕҫтереҫҫĕ. Чăваш ҫĕрĕ ҫинче тĕрлĕ наци, этнос ушкăнĕсен тата тĕн конфессийĕсен ҫыннисем килĕштерсе туслă пурăнаҫҫĕ. Пирĕн патшалăх политикин тĕллевĕ – вĕсен авалхи пуян культурине, чĕлхине, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркине упраса хăварасси, малалла аталантарасси.

Обществăри тăнăҫлăхпа ҫураҫăва упрасси пирĕнтен кашнийĕнчен, пирĕн яваплă граждан позицийĕнчен, эпир пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет. Пĕрлехи пархатарлă ĕҫе пула пирĕн республика илемленсе пырать, унăн экономика хăвачĕ ҫирĕпленет, социаллă сфера аталанать, пурнăҫ пахалăхĕпе шайĕ пысăкланаҫҫĕ. Ҫакă – Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫыннăн тава тивĕҫлĕ ĕҫĕ, тăнăҫлăх, общество ырлăхĕн, пирĕн ачасен телейлĕ пуласлăхĕн никĕсĕ!

Пĕрлĕхĕмĕр пире малашне те наукăра, культурăра, экономикăра, спортра ăнăҫу тума пулăшса пытăр, ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем патне ăнтăлма хавхалантартăр! Пурне те ҫирĕп сывлăх, ырă, телей, юратнă Чăваш Ен, пĕтĕм ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăвакан ĕҫре ҫитĕнӳсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                      Михаил Игнатьев  

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем народного единства!

Этот праздник олицетворяет сплоченность нашего народа, его любовь к своей Родине, готовность к самопожертвованию во имя её могущества и процветания. Во все времена именно благодаря единству и взаимной выручке достигались успехи и на ратном поле, и в мирном труде.

Гордость за свою страну, патриотизм, честное служение идеалам справедливости, добра и мира объединяют нас и сегодня. На земле Чувашии в мире и согласии живут представители разных национальностей, этнических групп и религиозных конфессий. Наша государственная политика направлена на сохранение, укрепление и дальнейшее развитие их древней и самобытной культуры, языка, уникальных традиций и обычаев.

Сохранение стабильности и согласия в обществе во многом зависит и от каждого из нас, от нашей ответственной гражданской позиции, от уважения друг к другу. С каждым днем благодаря совместному созидательному труду наша республика становится краше, наращивается её экономический потенциал, развивается социальная сфера, повышается качество и уровень жизни. В этом – заслуга каждого жителя Чувашии и залог стабильности, благополучия нашего общества, счастливого будущего наших детей!

Пусть наше единство и дальше помогает нам умножать достижения в науке, культуре, экономике, спорте, вдохновляет на новые победы!

Желаю всем крепкого здоровья, добра, счастья, благополучия и успехов во благо нашей любимой Чувашии и всей страны!

 

Глава Чувашской Республики                      Михаил Игнатьев 



02 ноября 2019
09:38
Поделиться