Директор суд тенкелĕ çине ларать
Тĕп хулана самаях калаçтарнă, Шупашкарти транспорт организацийĕсенчен пĕрин 46 çулти директорĕпе çыхăннă çак уголовнăй ĕçе “обществăри резонанса пула” тесе сăлтавласа прокурор Ленин районĕн шалти ĕçсен пайĕн следстви пайĕн производствинчен илсе Следстви комитечĕн Шупашкарти пайне тĕпчеме панăччĕ. Халĕ тĕпчев вĕçленнĕ, директор тĕлĕшпе УК 264 статйин 2-мĕш пайĕпе /çул-йĕр правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни/ айăплав тăратнă.
Инкек çулталăк каялла, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, пулнă. Бизнесмен хăйĕн автомашинипе Богдан Хмельницкий урамĕпе Çырла тăкăрлăкĕнчен Суворов урамĕ еннелле пынă. Юлиус Фучик урамĕпе хĕресленнĕ вырăна вăл светофорăн хĕрлĕ çутине уямасăр сиксе тухнă, çавна май симĕс çутăпа килекен автомобильпе çапăннă. Йывăр суранланнăскере больницăна ăсатнă-ха, анчах çăлса хăварма май килмен - пĕр эрнерен вăл сывлама пăрахнă.
Директор çывăх вăхăтра суд тенкелĕ çине ларĕ. Уголовнăй ĕçе тишкерме Ленин районĕн судне панă.