Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Общество палати: халăхшăн тăрăшма хатĕр

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă. Юн кун çак канашлу органĕн тулли йышĕ йĕркеленнĕ.

Йышри тата çичĕ çынна палатăн Президентпа Патшалăх Канашĕ маларах çирĕплетнĕ членĕсем суйланă. Çапла вара Общество палатине республикăн Хĕрарăмсен канашĕн представителĕ Крета Валицкая, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Маргарита Кузьминых, Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Чăваш Енĕн Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Николай Иванов протоиерей, Чăвашрессовпроф председателĕ Анатолий Коршунов, «Гражданла пуçару» общество организацийĕн председателĕ Николай Косыев кĕнĕ.

«Патшалăх Канашне янă Çырура эпĕ Общество палатине хисеплĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшпе, ытти енĕпе тĕслĕх пулмалли çынсем кĕмеллине палăртнăччĕ, - тенĕ Президент. - Паян куратăп: кунта чăннипех вăйлă та хăйне евĕрлĕ çынсем пухăннă. Республикăн çивĕч ыйтăвĕсене эсир илтнĕ тăрăх çеç пĕлместĕр. Çавна май эпĕ ĕç ăнасса, Чăваш Ен халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пĕрле тухăçлă ĕçлессе шанатăп». Михаил Игнатьев пухăннисене пурнăçри хастар позицишĕн, çынсене пулăшма хатĕрришĕн тав тунă.

Палата членĕсем Президентпа калаçнă май инвалидсен, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет воспитанийĕн ыйтăвĕсене çĕкленĕ, ЖКХ тытăмĕнче улшăнусене çул памаллине палăртнă. Президентăн перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова республикăри демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, ăна, унăн шухăшĕпе, ĕçлеме пултаракан çынсем вилесси пысăкки, ача сахал çурални çивĕчлетеççĕ. Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн юн кунхи ларăвĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхĕ çинчен калакан патшалăх докладне итлени çинчен пĕлтернĕ. Президент Общество палатин членĕсене унпа паллашса хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме сĕннĕ: «Эпир пурте пĕр тĕллевпе - халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн - ĕçлетпĕр. Нумай ыйтăва татса парасси обществăран хăйĕнчен, кашни çемьерен, пирĕнтен кашнинчен килет».

Республика пуçлăхĕ Общество палатин членĕсене пулăшса пыма шантарнă, ăнăçлă ĕçлеме суннă.



"Хыпар"
17 июня 2011
00:00
Поделиться