Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Коррупципе кĕрешес ыйтусене тишкернĕ

Район прокурорĕ право хуралĕн органĕсен ертÿçисемпе координаци ларăвĕ ирттернĕ. Унта право хуралĕн органĕсен коррупципе кĕрешес ĕç лару-тăрăвне тишкернĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, район территорийĕнче коррупци евĕр 33 преступление шута илнине палăртнă. Вăл шутра укçа тыттарнă тата укçа пама тăнă 15 тĕслĕх, должноçри киревсĕрле ĕçсем – 16 факт, 2 факт – должноç полномочийĕпе усал шухăшпа усă курни. Асăннă пур тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарнă, суда ярса панă. Айăплисене тĕрлĕрен явап тыттарнă. Сăмахран, айăплисен шутĕнче Мăн Этмен ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхĕ, ветстанци ертÿçи тата ĕçченĕсем, "Пилеш" ача сачĕн директорĕ тата ыттисем.

Район прокурорĕ хăйĕн калаçăвĕнче уйрăмах оперативлă службăсене должноçри çынсем преступлени тăвассипе çыхăннă информацие пухас енĕпе активлă пулма, право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме ыйтнă.

Ларура çавăн пекех Етĕрнери следстви пайĕн ертÿçи Е.Виссаров, районти полици уйрăмĕн начальникĕ А.Михопаркин, ОРЧ БЭП начальникĕ Ю.Гринев сăмах каланă. Ларăва пухăннисем коррупципе кĕрешес тĕлĕшпе хушма мероприятисем ирттерессине пăхса тухнă, çирĕплетсе хăварнă.



"Пирěн пурнăç"
19 октября 2011
00:00
Поделиться
;