Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Поздравление Президента Чувашии Михаила Игнатьева с Днем юриста

Чăваш Енри юридически пĕрлĕхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

 

Юрист профессийĕ хуть хăш вăхăтра та сумлă тата хисеплĕ шутланать. Тĕрĕслĕхпе саккунлăх гарантийĕ пулнă май эсир хăвăрăн ырми-канми ĕçĕр-хĕлĕрпе республикăра тата çĕр-шывра политикăри тата социаллă пурнăçри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тăватăр, Конституци никĕсĕсен тĕкĕнменлĕхне тивĕçтеретĕр.

Саккунсене пĕр кăлтăксăр пурнăçласси, кашни çыннăн прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлесси, пирĕн граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата унăн шайне ÿстерме пулăшакан реформăсен ăнăçлăхĕпе кăтартулăхĕ чылай чухне шăпах юристсенчен килет. Çак ĕçе пурнăçлама чи çÿллĕ шайри професси ăсталăхĕ, гражданла ăнланулăх тата хăйне хăй шеллеменни кирлĕ. Паян Чăваш Енри йышлă юридически пĕрлĕхĕн çавнашкал пахалăхсем пуррине шанчăклăн çирĕплетме пулать.

Ĕçĕршĕн тата тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп. Саккун йĕркисене çирĕплетес енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçĕрте сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене пĕтĕм чунтан çĕнĕ çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                               М.Игнатьев

 

 

 

Уважаемые представители юридического сообщества Чувашии!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 

Профессия  юриста во все времена была почетна и уважаема. Являясь гарантом справедливости и законности, своей неустанной деятельностью вы вносите весомый вклад в сохранение политической и социальной стабильности в республике и стране, обеспечиваете неприкосновенность основ Конституции.

Именно от юристов во многом зависят безупречное исполнение законов, защита прав и свобод каждого человека, успешность и результативность реформ, направленных на улучшение качества и повышение уровня жизни наших граждан. Эта работа требует высочайшего профессионализма, гражданской зрелости и полной самоотдачи. Сегодня можно с уверенностью сказать, что многочисленному юридическому сообществу Чувашии свойственны эти качества. 

Благодарю за службу и верность долгу. От всей души желаю  новых успехов в вашем благородном деле служения букве Закона, крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, мира и добра вам и вашим близким!

 

Президент

Чувашской Республики                                                                                            М. Игнатьев

 



02 декабря 2011
00:00
Поделиться
;