Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

164 ача çуралнă

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти ЗАГС уйрăмĕнче 164 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ. Вĕсенчен 80-шĕ — арçын ача, 84-шĕ — хĕр ача. 44-шĕ — çемьери пĕрремĕш ачасем, 79-шĕ — иккĕмĕш, 32-шĕ — виççĕмĕш, 6-шĕ — тăваттăмĕш, 1 — пиллĕкмĕш, 2-шĕ — улттăмĕш. Хĕр ачасене ытларах Карина, Елизавета, Анастасия, арçын ачасене — Даниил, Дмитрий, Никита ятсем параççĕ. Ĕлĕкхи ятсене суйлакансем (тĕслĕхрен, Варвара, Тимофей) чылайăн. Сайра тĕл пулакан ятсене кăмăллакансем те пур. Акă, апрель уйăхĕнче Еликонида ятлă хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ. Нумаях пулмасть теприсем «çĕнĕ кайăка» Пинеслу ят панă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 133 пепке çуралнă пулнă. Кăçал çуралакансен йышĕ ÿсни, паллах, савăнтарать.

Январь—июнь уйăхĕсенче 183 çын çут тĕнчерен уйрăлнă (пĕлтĕр — 175). Çав шутра 90 ар çын, 93 хĕрарăм. Ар çынсем вăтамран 64 çулччен, хĕрарăмсем 78 çулччен пурăнаççĕ.

Çур çул хушшинче 78 хут Мендельсон маршĕ янăранă (пĕлтĕр çак тапхăрта — 90), 32 çемье уйрăлнă (пĕлтĕр — 28).



"Каçал Ен"
04 июля 2012
00:00
Поделиться