Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Уявра юристсем кăна

Çакăн чухлĕ юриста пĕр залра урăх кун кураймăн: çĕр-çĕр çын — Юстици министерствин ĕçченĕсем, прокурорсем, следовательсем, приставсем, нотариуссем, адвокатсем тата ыттисем. Чăваш патшалăх филармонийĕн залне паян вĕсем çывхарса килекен Конституци кунне тата темиçе кун каялла пулнă Юрист кунне уявлама пухăннă.

 Ĕçтешĕсене чи малтанах ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх — уява темиçе çул каялла кăна паллă тума тытăннă- ха, анчах юрист профессийĕ хăй вара авалхи теме те юрать — 800 яхăн çул каялла пулнă. Паян право ĕçченĕсем пурнăçăн кашни сферинчех тăрăшаççĕ — патшалăх интересĕсене, çынсен прависене хÿтĕлеççĕ. Ытларах чухне çынсем чи малтан шăпах юристран пулăшу ыйтаççĕ — йывăр лару-тăруран тухмалли канаш кирлĕ. Эппин, шăпах юристсенчен саккунсем пурнăçланни, патшалăхăн право никĕсĕн çирĕплĕхĕ нумай килет.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Конституци кунĕ патшалăх шайĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ уяв-сенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ. Вăл — Тĕп Саккун, çĕршывăн право тытăмĕн никĕсĕ. 2000 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă ЧР Конституцийĕ вара — унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри. Чăваш Енĕн Тĕп Саккунĕ тенĕрен, ăна мĕнлерех йывăрлăхпа хатĕрлени пирки те сăмах пулчĕ. Тĕрлĕ ен килĕшÿ тупиччен темиçе çул иртнĕ. Йывăрпа çуралнăскер ăнăçлă пулса тухнине специа-листсем те палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Крым Раççейĕн пысăк çемйине таврăннă хыççăн çĕнĕ республикăн Тĕп Саккунне хатĕрлеме шăпах Чăваш Ен Конституцине никĕс вырăнне илнĕ.

Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн вице- спикерĕ Николай Малов, ЧР Нотариус палатин президенчĕ Елизавета Соколова, ыттисем саламларĕç. Паллах, наградăсем те пулчĕç. Республи-кăн тава тивĕçлĕ юрисчĕн ятне Арбитраж сучĕн судйи Юрий Николаев, Юстици министерствин управлени пуçлăхĕн заместителĕ Ольга Никонова, ыттисем тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн Тавĕ те — сумлă награда. Михаил Игнатьев наградăсене панă май кашнинех алă тытса саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ. Унсăр пуçне юридици пулăшăвне тÿлевсĕр парас енĕпе чи лайăх адвокат, нотариус, право хÿтĕлевçин ячĕсене çĕнсе илнисене те чысларĕç. Вĕсем — Дмитрий Носиков, Светлана Ильина, Сергей Озяков. Çавăн пекех уяв тĕлне журналистсен хушшинче 2016 çулта право çутĕçĕ тата граждансене право информацийĕ парас енĕпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ — çĕнтерÿçĕсене саламларĕç. Пĕрремĕш вырăна «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕ Людмила Смагина йышăннă. Призерсен йышĕнче «Хыпар» представителĕ те, çак йĕркесен авторĕ, пулчĕ. Юристсен пĕрлĕхĕ «Хыпар» ĕçне çапла хакланăшăн пысăк тав.

Николай КОНОВАЛОВ



"Хыпар"
08 декабря 2016
10:21
Поделиться