Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Ачасемшĕн, ачалăхшăн

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Мускавра Президент çумĕнчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Анна Кузнецовăпа тĕл пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен тин çуралнă ачасем вилессин, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿснин кăтартăвĕсемпе Раççейри субъектсен хушшинче малтисен шутĕнче пулнине палăртнă, ача амăшĕпе ачалăха пулăшас ыйтусене çĕкленĕ. «Ачасен 38% яхăн е Чăваш Енри 97 пин ача тĕрлĕ тÿлев илет. Çак тĕллевпе 2016 çулта 2,1 миллиард тенкĕ уйăрнă», — тенĕ вăл.

Михаил Васильевич тепĕр самант çинче те чарăнса тăнă: ача çуратассин коэффициенчĕ çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри пулни /Чăваш Енре 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх 1.9, Раççейре вăтамран 1.7/ республикăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен тÿлев парассипе çыхăннă обязательствăсемшĕн укçапа тивĕçтермелли программăран кăларассине сăлтавланă. «Ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре юлашки виçĕ çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ 27% ÿснĕ. Укçапа пулăшмалли субъектсене суйласа илмелли критерисене çĕнĕрен пăхса тухни вырăнлă тесе шутлатăп. Ку енĕпе Раççей Правительствин председателĕн заместителĕ Ольга Голодец пире ăнланать, Ĕçлев министерстви те пирĕнпе пĕр шухăшлă. Пĕрле тăрăшсан нумай ачаллă çемьесем майлă йышăну пуласса шанатăп», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Анна Кузнецова Михаил Игнатьевăн Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттерессипе çыхăннă пуçарăвне пысăка хурса хакланă. «Эсир Раççей шайĕнчи Экологи çулталăкне пуçлатăр, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттеретĕр. Чи кирли — çуртри çанталăк, теççĕ. Кунта логика çирĕп. Чăваш Енре çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Чылай пуçару пурнăçланать, вĕсене çĕршывăн ытти регионĕнче те сармалла. Паллах, пĕрле татса памалли ыйтусем те пур. Ку енĕпе ĕçлĕпĕр», — тенĕ вăл.

Уполномоченнăй нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿснипе пĕрлех мăшăрсем уйрăласси чакни те регионти ĕç тухăçлăхĕн тĕп кăтартăвĕсен ретĕнче пулнине çирĕплетнĕ. Росстатăн 2016 çулхи 11 уйăхри кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики кашни 1000 çын пуçне тивекен 3,3 коэффициентпа уйрăлусен чи пĕчĕк шучĕпе Атăлçи округĕнче Мордва Республикипе пĕрремĕш вырăна пайлать, Раççейри мĕнпур субъект хушшинче вара çак кăтартупа тăххăрмĕш вырăнта. Анна Кузнецова çавăн пекех Чăваш Енре хĕрарăмсем хырăм пăрахасси чакнин ырă туртăмне палăртнă. «Хĕрарăмсем пурнăçа суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ вăл.

Тĕлпулура республикăн ачасен омбудсменĕпе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев ку енĕпе кирлĕ мĕнпур норма актне йышăннине çирĕплетнĕ. Президент çумĕнчи уполномоченнăйпа пĕрле çак должноçа йышăнма тивĕç кандидатурăна суйласа илĕç.

Д.ВОЛКОВ



"Хыпар"
18 января 2017
12:54
Поделиться