Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Пурлăх министрĕ Наталья Тимофеева: "Парăмсен 40 процентне шыраса илме май çук"

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура  пурлăх министрĕ Наталья Тимофеева кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче налук мар тÿлевсене бюджета мĕнлерех хывнипе паллаштарчĕ. 9 уйăхра 1,5 миллиард тенке яхăн пухнă. Çак виçен çурринчен ытларах пайĕ — республика тата муниципалитетсен пурлăхне, çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен илнĕ тÿлевсем. Приватизаци те енчĕке самай хулăнлатма май панă.

Анчах аренда укçи тĕлĕшпе парăмсем пысăк. Тĕп хулари «Коммуналлă технологисем» ООО парăмĕсене шута илмесен те вĕсен калăпăшĕ 344 миллион тенкĕпе танлашать. Наталья Юрьевна пытармарĕ: парăмсен 40% шыраса илме те май çук. Чăлхапа трикотаж фабрикин, ытти хăш-пĕр предприяти парăмĕсем тĕлĕшпе шанчăк сÿнмен-ха, анчах «Честр» куçми пурлăх агентстви, «Одис отель», «Энергетика» корпораци парăмсене татас тĕлĕшпе нимĕнле шанчăк та çук. Вĕсен вара бюджета 129 миллион тенкĕ тÿлемелле.

"Судлашма пулать, - кăмăлсăрлăхне пытармарĕ Михаил Игнатьев. — Анчах вĕсен парăмĕсене халь тин суд урлă та шыраса илеймĕн. Республика пурлăхĕ тĕлĕшпе эпир ку енĕпе йĕрке турăмăр. Кам тÿлемест — вĕсемпе аренда килĕшĕвĕсене пăрахăçланăÇавăнпа миллионшар тенкĕлĕх парăмсем те çук. Анчах хула влаçĕсем мĕншĕн çапла тумаççĕ?"

Залив хĕрринчи «Одис отель» тĕлĕшпе те хăйĕн шухăшне палăртрĕ: «Хула сăнне пăсать. 2019 çулта тĕп хулана никĕсленĕренпе 550 çул çитнине паллă тума хатĕрленнине кура çав обьект пушшех килĕшÿсĕр».

Отель тенĕрен, Наталья Тимофеева çав обьект йышăнакан çĕр лаптăкĕн аренда килĕшĕвĕн вăхăчĕ кăçалхи раштавра вĕçленесси пирки пĕлтерчĕ. Çавăн хыççăн залив çыранĕ çинчи «хуçасăрлăх палăкĕн» шăпи те уçăмланма пултарать-тĕр. Михаил Игнатьев вара парăмсен темине пĕтĕмлетнĕ май кунта коррупци палăрăмĕсем пулма пултарасси пирки те сăмах пуçарчĕ: «Должноçри çынсем вĕсене шыраса илес енĕпе вăхăтра мерăсем йышăнманнине пула бизнесшăн тан мар условисем вăй илеççĕ: пĕрисем тÿрĕ кăмăлпа тÿлесе тăкакланаççĕ, теприсем вара тÿлемеççĕ — конкуренци енĕпе лайăхрах условисенче ĕçлеççĕ». Республика влаçĕсем çакна курмăш туса ирттермĕç, Михаил Васильевич çак ыйтăва тишкерессине коррупцирен сыхланас енĕпе ĕçлекен канашăн çитес ларăвĕн кун йĕркине кĕртме хушрĕ — унта тĕплĕ тишкерÿ пулĕ.



"Хыпар"
08 ноября 2017
14:48
Поделиться