Юрист халăха хÿтĕлет
Республикăри юристсен пĕрлĕхĕ пĕр тĕллеве — граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлессине — тĕпе хурса ĕçлет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Наци библиотекинче республикăри юстици органĕсен ертÿçисемпе «çавра сĕтел» хушшинче тĕл пулчĕ. Калаçу кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси тата килес çулхи тĕллевсене палăртасси тавра пычĕ.
Кăçал ЗАГС органĕсем йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Юбилей çулталăкне ЗАГС çитĕнÿсемпе кĕтсе илет: пысăк проекта хутшăнма хатĕрленет. Наталья Тимофеева министр каланă тăрăх — 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççей халăхĕн граждан акчĕсемпе çыхăннă мĕнпур информаци пĕрлехи системăра упранма пуçлĕ.
ЗАГС ĕçченĕсем, паллă ĕнтĕ, çемье институтне çирĕплетес ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. «Чăваш Республикинче кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, уйрăлакан мăшăрсен йышĕ 5 процент чакнă. Ку кăтартусемпе республика федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çемье çавăракансен шучĕ те 8 процент ÿснĕ», — терĕ вăл.
Юстици органĕсем граждансен хÿтлĕхсĕр ушкăнĕсене право пулăшăвăпе тивĕҫтерес тĕлĕшпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Курăмлă тĕслĕхсенчен пĕри — тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси. Наталья Тимофеева министр каланă тăрăх — юлашки пилĕк çулта çавнашкал пулăшупа регионта пурăнакан 200 пине яхăн çын усă курнă. 2018 çулхи тĕллевсен шутĕнче те министр çак ĕç-хĕл тĕпре пулнине палăртрĕ министр.