Юристсен кунĕ
Адвокат, нотариус, юрист. Çынсен прависене хÿтĕлекенсем хăйсен професси уявне тăхăр çул каялла паллă тума пуçланă. Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре - юристсен кунĕ. Çак çынсем саккунпа тĕрĕслĕхе тĕпе хурса çынсене йывăр лару-тăрăура пулăшма тăрăшаççĕ. Паян çак тытăмра тăрăшакансене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев професси уявĕпе саламларĕ.