Министрсен кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç
Республикăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, 118 пин тăваткал метр йышăнакан 56 çĕр лаптăкне промышленноç тата çул-йĕр категорине куçарĕç. Вĕсем Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвĕрри, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче вырнаçнă. Кун пирки паян Министрсен кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.