Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Ылтăн туйпа саламланă

Куракăш ялĕнче пурăнакан Василисăпа Анатолий Шлябинсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Ылтăн туй ячĕпе мăшăрсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламланă.

Василиса Арсентьевна алла аттестат илсен Шупашкарта стройкăра тăрăшнă, техник-механика вĕреннĕ. Унтан «Волга» колхозра механик, тракторист пулса ĕçленĕ. Ассакасси шкулĕнче трактористсене хатĕрленĕ, каярахпа, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентекен профессине илсен, Юманлăхри унтан Ехремкасси вăтам шкулĕсенче ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Анатолий Сергеевич та Совет çарĕн ретĕнче службăна ирттернĕ хыççăн техника вĕренсе тухнă. «Правда» колхозра автомеханикра ĕçленĕ. Шлябинсем пурĕ виçĕ ачана кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.



02 марта 2018
11:58
Поделиться
;