Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Ҫӗрӗн пушӑ выртмалла мар

Паян ЧР  Правительство ҫуртӗнче Патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине тӗрӗслес енӗпе Правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пычӗ.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артомонов Чӑваш Енри усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес ыйту пирки сӑмах пуҫарчӗ. Ҫак ыйту хальлӗхе ҫав-ҫавах ҫивӗч-ха. ‎2015-2017 ҫулсенче усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗсем уйрӑмах Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенче нумай пулнӑ. Тӗрӗслев тӑрӑх, ытларах уйрӑм ҫынсем, хӑш-пӗр фермер ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеймен. Ҫапах та ларура палӑртнӑ тӑрӑх 2021 ҫул тӗлне Чӑваш Енре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен пӗр гектар ҫӗр те хӑвармалла мар, ҫӗрӗн пушӑ выртмалла мар!



09 апреля 2018
16:51
Поделиться
;