Иртнĕ йăла-йĕрке, чăвашлăх туйăмĕ халĕ те килĕшÿллĕ
Ял тăрăхĕсен кил картишĕсен презентацийĕ ытти çулхисенчипе танлаштарсан ăнăçлăрах иртрĕ. Кунта ĕлĕк-авалхи пĕтĕмĕшле пурнăç, йăла-йĕрке ума яр уççăн тухрĕ. Мăнвылăсем авă техĕмлĕ сăра вĕретсе килнĕ. Ăна вĕсем урпаран тунă. Унпа хăнасене хаваспах сăйларĕç. Сăра вĕретес ĕçри вăрттăнлăха та пытармарĕç. Ку енĕпе сĕнÿ-канаш пачĕç. Вĕсен кÿршисем, Тавăтсем те тарават пулчĕç. Вĕсем катка-пичке ăсталас енĕпе палăрчĕç.
Крымсарайккăсен - хăйсен пултарулăхĕ. Вĕсем уява килнисене хăнасене пир тĕртнине кăтартса пачĕç. Çакă питех те кăткăс та çăмăл мар ĕç. Апла пулин те ĕлĕкхи чăн-чăн пурнăçа килĕшÿллĕн сăнларĕç. Авалхи асаннесен ĕç-хĕлне аса илтерчĕç.
Элĕксемпе Йăлкăшсем те уява пĕр шухăш-кăмăлпа килнĕ тейĕн. Вĕсем хресченĕн кил-хуçалăхне тивĕçлипе сăнлама пултарчĕç. Иртнĕ çулсенче лашапа анлă усă курнине аса илтерчĕç. Çамрăксемшĕн ут хатĕрпе паллашасси уйрăмах интереслĕ пулчĕ.
Питĕшкассисем те ĕçчен те çаврăнăçуллă пулни курăнчĕ. Вĕсем çăматă йăвалас ăсталăха ума кăларчĕç. Ку тăрăхра пурăнакансем ал ĕç тума та ÿркенмеççĕ имĕш. Илемлетсе çыхнă япаласем, алсиш-нуски капăрлăхĕпе тыткăнларĕç.
Ураскилт тăрăхĕ мĕн авалтан вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе палăрса тăнă. Пылне сутлăх та хатĕрленĕ. Çавна паянхи кун та тĕпе хурса ĕçлени курăнчĕ. Кунта пыл хурчĕсем «сĕрлеççĕ» кăна. Уява килнĕ сумлă хăнасене, ыттисене те сăхса сиен кÿресрен «шикленчĕç те».
Шĕмшешсен вара тимĕрçĕ лаççинче ĕç вĕрерĕ. Тимĕрçĕпе ăна пулăшаканĕ çак ĕçе чăн пурнăçри пек кăтартма пултарчĕç. Юнтапа, Чăваш Сурăм, Ехремкасси ял тăрăхĕсем туй кĕрлеттерчĕç. Пĕрлехи йышпа такмаксем каларĕç, тапăртатса ташларĕç. Çĕнĕ çынсене пил те, туприне те пачĕç.
Юрă-ташă енĕпе вара Тенисем хастар. Кунта нумай тĕрлĕ музыка инструменчĕпе паллашма май килчĕ. Вĕсене алла илсе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.Уява килнисене хăйне май савăнăç парнелерĕç.
Пирĕн ял тăрăхĕсен килĕсем пуян та тулăх пулни курăнчĕ. Сĕтелĕсем сĕтеклĕ апат-çимĕçпе авăнчĕç. Юрă-ташă та юнашарах пулчĕ.