Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

«Халăх инвентаризацийĕ» çирĕп

Районта капиталлă строительствăн хуçасăр, усă курман, çавăн пекех аварийлă объекчĕсене тупса палăртакан «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать.

Акци Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă задачăсене пурнăçлас йĕркепе иртет. Вăл пушă, пăрахнă объектсене: çуртсене, хуралтăсене, сооруженисене, сад-пахча çурчĕсене, ыттисене тупса палăртас тĕллевлĕ. Культура еткерлĕхĕн палăкĕсем уйрăм тимлĕхре. Çавăн пекех – харпăрлăхçăсене объектсене кирлĕ пек тытса тăрасси пирки асăрхаттарасси те.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче «Халăх инвентаризацийĕ» 48 объекта шута илнĕ, вĕсенчен 91,7 процентне хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртнĕ. Акци вăхăтĕнче палăртнă пĕр объекта хуçасăррисен шучĕпе Росреестр учетне илнĕ. 33 объект тĕлĕшпе еткерçĕсем харпăрлăх правине регистрациленĕ, 5 объект тĕлĕшпе хуçисем правăна çирĕплетнĕ. Пĕр объекта пăснă. Унсăр пуçне, пушă ларнă куçман пурлăх объекчĕсене сутнипе район бюджетне 1454 пин тенкĕлĕх хушма тупăш пырса кĕнĕ.

Район администрацийĕ умĕнче халĕ тупса палăртнă мĕнпур объекта хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртес, çĕрĕшнĕ объектсене йĕркене кĕртес е пăсас задачăсем тăраççĕ.

Малашлăхра акци уйрăм сектора тимлĕхе илĕ.

Чăваш ен Юстици министерстви пушă, хуçасăр, çĕрĕшнĕ куçман пурлăх объекчĕсем пирки пĕлсен, район администрацине пĕлтерме, вĕсенче мĕнле те пулин площадка е социаллă объектсем вырнаçтарма сĕнÿсем пама ыйтать. Информацие министерствăна та пĕлтерме юрать (428018, г.Чебоксары, ул.К.Иванова, д.8, тел. 8(8352)64-21-44). e-mail: mio@cap.rumio4@cap.ru



16 июня 2018
09:30
Поделиться
;