Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Калаçтаракан кадастр

Налук службин сайтĕнче çĕнĕ кадастр хакне тĕпе хурса вăл е ку обьектшăн мĕн чухлĕ налук тÿлемелле пулассине шутласа пăхма май пур. Тивĕçлĕ тытăмсем кашнинпех уйрăммăн ĕçлеме хатĕр.

Паянхи планеркăра Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин предпринимательсемшĕн пăшăрханчĕ — вĕсен харпăрлăхĕ тĕлĕшпе кадастр хакне палăртнă чух тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Калăпăр, Шупашкарти «Мега-строй» суту-илÿ комплексĕн пĕр тăваткал метрĕн кадастр хакĕ хайхи кăтартусене çĕнетнĕ хыççăн 27 пин тенкĕпе танлашнă иккен — унчченхинчен чĕрĕк чухлĕ йÿнĕрех, çав вăхăтрах, сăмахран, Улатăр районĕнче çакнашкал хак 8 хут /!/ пысăкланса кайнă — «çапла пулма пултарать-и?» Михаил Игнатьев унччен хăшĕсен хакне — пĕчĕклетсе яма, хăшĕсенне вара сăлтавсăр пысăклатса кăтартма пултарнине палăртрĕ — çĕнетÿ обьективлă ÿкерчĕк йĕркелеме тивĕç. Асăннă йышши тĕслĕхсене вара, чăнах та, тимлĕ тĕпчемелле.

Юстици минситрĕ Наталья Тимофеева та тимлĕх кирлине йышăнать. Тĕслĕхрен, Улатăра илес тĕк — пĕр пÿлĕмлĕ хваттере унччен унта 150 пин тенкĕлĕх хакланă. Инвентаризаци хыççăн вара çав хваттерĕн кадастр хакĕ 1 млн тенкĕ\патнеллех кармашнă-мĕн — рынок хакĕпе шайлашуллă. Министр шучĕпе, ку питĕ пысăк, çавна май унти кадастр хакне чакарас енĕпе ĕçлеççĕ.



18 июня 2018
15:20
Поделиться