Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Кадастр хакĕсене тÿрлетеççĕ

ЧР Юстици министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш республикинче капиталлă строительство обĕекчĕсемпе промышленноç çĕрĕсен патшалăх кадастр хакне тÿрлетес 2-мĕш тапхăр пырать.

Аса илтеретпĕр, 2018 çулта республикăра 764 пин капиталлă строительство объекчĕпе 135 пин ытла промышленноç лапамĕ çинчи çĕрсен кадастр хакне çирĕплетнĕ.

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Росреестрăн сайтĕнче кадастр хаклăхĕсен фондне пичетленĕ. Унпа «Чуваштехинветаризаци» сайтĕнче те паллашма пулать. Халĕ ăна тÿрлетес тапхăр пырать.

Отчет пирки çырнă асăрхаттарусене пичетленĕ хыççăн 50 кун /авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен/ йышăнаççĕ. Вĕсене «Чуваштехинвентаризацие» Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8 çурт адреспа çыру ярса, 57-03-07 телефонпа шăнкăравласа, ocenka—kadastr21@mail.ru адреспа электрон çыру ярса, МФЦ урлă та çитерме пулать.

Çак ĕç харпăр хăйĕн объектне хак хурас ĕçе хутшăнма май парать.

Асăрхаттарусене шута илсе «Чуваштехинветаризаци» тÿрлетÿ кĕртет /10 куна тăсăлать ку ĕç/. Кун хыççăн тата 10 кунра /юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен/ асăрхаттарусене ырланипе пăрахăçлани çинчен хатĕрленĕ отчетпа паллашма май пулĕ.



Издательский дом "Хыпар"
31 июля 2018
15:50
Поделиться
;