Нумай ачаллă çемьесене - çĕр
Çичĕ çул каялла республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтермелли саккун ĕçлеме пуçларĕ. Унтанпа тӳлевсĕр лаптăк илме Чăваш Енре 12 337 çемьене шута илнĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 50 ытла проценчĕ çĕрлĕ пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа 418 çемье ку ыйтăва уçăмлатнине палăртса хăвармалла.