Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Республикăра хуçасăр юхăнса ларакан çуртсене пĕтерессипе ĕçлеççĕ

Çулталăк каялла «Халăх инвентаризацийĕ» акцие пуçарнăранпа республикăра хуçасăр 1100 ытла çурт тупнă. Обществăлла хастарсем тăрăшнипе объектсен ытларах пайĕн шăпине татса панă. Çавна май патшалăх хыснине 121 миллион тенкĕ тупăш кĕнĕ. Юхăнса ларакан çуртсене тупса палăртассипе тĕп хулара черетлĕ рейд иртрĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Константин Иванов урамĕнчи 59-мĕш çурта 1901 çулта хăпартнă. Унччен унта общежити пулнă. 2014 çулта юхăннă çуртсенчен куçармалли программăпа кунта пурăнакансене хăтлă хваттерсем панă. Унтанпа çурт пушă тăнă. Ку пÿрт хула харпăрлăхĕнче тăрать. Ăна 2 çул каялла культура эткерĕ тесе палăртнă. Çавăнпа çурта пăсма юрамасть. Хула администрацийĕ халĕ объекта аукциона тăратнă. Пуçламăш хакĕ 20 миллион тенкĕ. Суту-илÿ юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртмелле.

Республикăри ытти районпа хулара та пăрахнă çурт-йĕр сахал мар.
Кÿлемĕш хĕрринчи «Одисс-Отель» республика тата хула влаçĕсемшĕн тахçантанпах пуç ыратмăшĕ. Шупашкар илемĕ пулмаллискер 12 çул ĕнтĕ сăнсăрланса ларать. Ăна туса пĕтермелле е пăсмалла тесе пĕрре мар ыйту хускатнă. Ку объект халĕ 3 пĕрлешÿ харпăрлăхĕнче.

Строительствăна вĕçлеме çĕр лаптăкне 2020 çулччен тара панă.
Сăмах Максим Горький урамĕнчи 26-мĕш çурт çумĕнчи лаптăк пирки пырать. Çынсем ыйтнипе халĕ кунта ача-пăча вылямалли кĕтес тăвĕç.
Кун пек рейдсем тăтăшах иртмелле. Эппин, хуçасăр юхăнса ларакан çуртсен шучĕ тата сахалланас шанăç пур.



ГТРК "Чувашия"
04 октября 2018
18:10
Поделиться
;