Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Юридици диктанчĕ çырар-и?

Хамăрăн правасене лайăх пĕлетпĕр-и? Çакна тĕрĕслемешкĕн май пур! Раштавăн 3-10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри юридици диктанчĕ çыраççĕ. Мероприятие РФ Конституцийĕ вăя кĕнĕренпе 25 çул çитнине халалланă.

Диктанта хутшăнма кăмăл пур-и? Ăна çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те çырма май пулать. Онлайн мелпе те, ятарлă лапамсенче те. Вĕсем ыран, раштавăн 7-мĕшĕнче, кăнтăрла 12 сехетре çĕршыври пĕтĕм регионта, çав шутра Чăваш Енре те уçăлĕç.

Право тĕрĕслевне хутшăнма 14 çула çитнисен юрать. Текст çырнисĕр пуçне 30 ыйтăва хуравламалла. Пĕлтĕр республикăра юридици диктантне 40 вĕренÿ учрежденийĕнче тата Чăваш наци библиотекинче çырнă.



06 декабря 2018
11:11
Поделиться