Республикăри нумай ачаллă çемьесене кăçал та çĕрпе тивĕçтерĕç
Республикăра нумай ачаллă 12 пин те 600 çемье пурăнать. Иртнĕ 8 çулта вĕсен йышĕ 52 процент ÿснĕ. Кăçал çемьесене патшалăх енчен тата ытларах тимлĕх уйăрма тĕллев лартнă. Республика хыснинче социаллă пулăшу валли 8 миллиард та 600 миллион тенкĕ пăхса хунă. Ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 7 процент нумайрах. Унсăр пуçне 3 е ытларах ачаллă çемьесене малтанхи пекех тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров
2011-мĕш çулта саккун вăя кĕнĕренпе Чăваш Енри 7 пин те 470 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ лаптăкра кил-çурт çавăрма е дача тума кăмăл тунă. Кăçал вара федераци саккунĕ улшăннăран, малашне çĕре дача мар, сат е пахча валли уйăрĕç. Кÿкеç ял тăрăхĕнче пурăнакан 3 ачаллă Владимировсем çăмăллăха 9 çул каялла тивĕçнĕ. Çулталăкранах ĕçе пикеннĕ - çурт хăпартнă. Муниципалитет электричество, газ, шыв кĕртме майсем туса панă. Çывăх кунсенче Владимировсен çуртĕнче „кăвак çулăм“ çунма тытăнмалла. Унпа пĕрлех çул сармалла.
Шупашкар районĕнче пурĕ нумай ачаллă 960 çемье. Вĕсенчен 80 процентне çĕрпе тивĕçтернĕ. Кăçал тепĕр 100 çемьене пулăшмалла. Ку ыйтăва хăвăртрах татса пама çĕр сахал пулни чăрмантарать.
Элĕк районĕнчи Тури Татмăшра пурăнакан Сорокинсем унччен çĕнĕ кил-çурт пирки ĕмĕтленмен те. Çемье 3 çул каялла ял хĕрринчи çырмаллă вырăнта пурăннă. 2014-мĕш çулта 3-мĕш ачи çуралсан, вырăнти влаç ял варринче лаптăк уйăрса панă.
Элĕк тăрăхĕнче нумай ачалла 230 çемье. Вĕсенчен çуррине яхăн çĕрпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçре районта ирттернĕ «Халăх инвентаризацийĕ» акци пулăшнă.
Çак кунсенче Элĕк тăрăхĕнче „çĕр хуçисен“ йышĕ тата ÿсрĕ. Район администрацийĕнче Илленушкăньри Андреевсене тата Янкурасри Петровсене сертификатсем пачĕç.
Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ыйту уйрăмах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çивĕч. Ку тĕллевпе республика харпăрлăхĕнчен 341 гектар уйăрнă. Черетре тăракансем валли Муркаш, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсенче çĕр уйăрĕç.