Вӗсене юратнӑ та шанчӑклӑ ҫын юнашар пулни телей кӳрет
Ҫемье, юратупа шанчаклӑх уявӗ уйрӑмах Мускавпа Питӗрте тата Февронипе Петр ҫветтуйсем пурӑннӑ Муромра анлӑ иртет. Пӗрремӗш хут ҫак куна республикӑра та сумлӑ паллӑ турӗҫ - Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче тӗслӗхлӗ ҫемьесене пӗтӗм халӑх умӗнче чысларӗҫ. Ачасене воспитани парас тата ҫемье йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 45 мӑшӑр "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медале тивӗҫрӗ.