Нумай ҫул пӗрле пурӑнакансем тата тин пӗрлешнӗ мӑшӑрсем "ҫавра сӗтел" тавра пуҫтарӑнса калаҫрӗҫ
Шупашкарти Гайдар ячӗпе хисепленекен библиотекӑра ҫемье тата унӑн пӗлтерӗшне халалланӑ ыйтусемпе "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Унта тӗп хулари нумай ҫул пӗрле пурӑнакан тата тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсем хутшӑнчӗҫ.