Государственная служба Чувашской Республики по делам юстицииЧӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби

Юриста бюджетран тÿлĕç

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç, çавăн пекех Правительствăн хăш-пĕр чылай йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртрĕç.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх, хальччен республикăра граждансен 27 категорийĕ тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курнă. Çĕнĕ саккун вĕсен шутне пысăклатать — тата виçĕ категори хушăнать. Проектра çав категорисем хăш тĕслĕхĕсенче адвокатсен тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курма пултарассине те уçăмлатнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи граждансем ĕçлев, вăхăт çитмесĕрех пенсие каяс тĕлĕшпе юридици пулăшăвĕ илме пултарĕç. Хваттер тума-туянма пая кĕнĕ граждансене çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусемпе адвокатсем тÿлевсĕрех пулăшĕç. Кредит организацийĕсен вкладчикĕсен банксем панкрута тухнă е вĕсене пĕтерме йышăннă тĕслĕхсенче хăйсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе çăмăллăх пулĕ. Çак категорисене пулăшнăшăн адвокатсене бюджетран тÿлĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 



Хыпар
22 января 2020
16:47
Поделиться