Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем Конституции Российской Федерации!

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе салам­латӑп!

2018 ҫулта ҫӗршывӑмӑрӑн Тӗп саккунне йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет. 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей патшалӑхӗн ҫӗнӗ тытӑмне хывса хӑварнӑ.

Раҫҫей Конституцийӗ ҫӗршыв гражданӗсен ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗхӗсене гарантилекен шанчӑклӑ тӗрев, унӑн нумай нациллӗ халӑ­хӗн пӗрлӗхӗн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑрать.

Чӑваш Республикин территорийӗнче Конституци нормисене чыслӑн пӑхӑнаҫҫӗ, ҫынсен ирӗкӗсемпе саккунлӑ интересӗсене шан­чӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Тӗп саккун йӗркисем ҫине таянса эпир хамӑрӑн малашлӑха йӗркелетпӗр, экономикӑпа культурӑна тата социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр. Ҫакна пула регионта обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайра сыхланса юлать, ҫынсем влаҫ органӗ­сене шанасси ӳсет.

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патшалӑхӑмӑра ҫирӗп­летекен йӗркеллӗ политика тытса пырать. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн саккун нормисене ҫирӗппӗн пӑхӑнса пымалла. Конституци палӑртса хӑварнӑ хаклӑхсене типтерлӗн упраса, право тытӑмне малалла аталантарса тата обществӑна пӗр чӑмӑра пӗр­лештерсе кӑна эпир ҫӗршывӑмӑра тата та вӑйлӑрах тӑваятпӑр.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑхпа телей, пӗрлӗхлӗх тата Чӑ­ваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                       Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днём Конституции Российской Федерации!

В 2018 году Основному закону нашей страны исполняется 25 лет. 12 декабря 1993 года положено начало построению новой российской государственности.

Конституция России является незыблемой основой, гарантирующей права и свободы граждан страны, прочным фундаментом единства её многонационального народа.

На территории Чувашской Республики свято соблюдаются нормы Конституции, надёжно защищаются права и законные интересы граждан. Опираясь на положения Основного закона, мы строим наше будущее, развиваем экономику, культуру, социальную сферу. Благодаря этому в регионе сохраняется стабильная общественно-политическая ситуация, растёт доверие граждан к органам власти.

Президент страны Владимир Путин проводит последовательную политику по укреплению нашего государства. Для достижения поставленных им целей необходимо строго соблюдать нормы закона. Только оберегая ценности, провозглашенные Конституцией, развивая правовую систему, консолидируя общество, мы сделаем нашу страну еще сильнее.

От всей души желаю вам здоровья, счастья, сплочённости и новых достижений на благо Чувашии и России!

  

Глава Чувашской Республики                       Михаил Игнатьев